Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.3 °C
Тумлам шыв та тинӗсе пулӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Мӑнаҫлӑ тӑлмачӑ (Николай Ларионов)

Хальхаҫҫӑн ҫеҫ аллӑма Шупашкарти “Пегас” издательство кӑларнӑ йӗкӗр ятлӑ “Чӑваш хӗрӗ Униҫҫе” тата “Чуваш кызы Энисэ” кӗнеке лекрӗ. Пӗрремӗшӗ - тутарларан чӑвашла куҫарнӑ повеҫ. Тепри - оригиналӗ. Ӑна Зариф Башири писатель ҫырнӑ. Вӑл тутарсен паллӑ ҫыравҫи, публицисчӗ тата ҫутта кӑлараканӗ.

Унсӑр пуҫне пирӗншӗн уйрӑмах ҫывӑх вӑл. Зариф Шерефетдин улы Башири Комсомольски районӗпе чикӗллӗ Кайпӑҫ районӗнчи (Тутарстан) Чутейре 1888 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Тутарла тухакан журналсенче хӑй курни-илтнине тӗпе хурса “Чӑваш чӗлхин уйрӑмлӑхӗсем”, “Чӑваш кӑларӑмӗсем, тупмалли юмахсем тата юррисем” наука статйисем, “Чӑвашсем” этнографи тӗпчевӗ кӑларма хал ҫитернӗ.

“Нарспи” авторӗн саманташӗ Зариф Башири (Кӗҫтенттин Ивановран икӗ ҫул аслӑ) маларах асӑннӑ повеҫе 1909 ҫулта ҫырса пӗтернӗ. Унта тутар каччипе Заркайпа православи тӗнне йышӑннӑ чӑваш хӗрӗ Униҫҫе юратӑвӗ ҫинчен тӗлӗнмелле ытарлӑ шӑрҫаласа кӑтартнӑ. Пурнӑҫ ҫулӗ писателӗн такӑр пулман. 1918-1919 ҫулсенче Казахстанра, кайран Узбекистанра халӑха вӗрентес ӗҫре вӑй хурать. Пӗр вӑхӑт Донбасра ӗҫлет. Сталин саманинче пилӗк ҫул ГУЛАГра хӗн курать. 75 ҫула кайсан Ӗпхӳре ӗмӗрлӗхех куҫне хупнӑ.

Халӗ “Чӑваш хӗрӗ Униҫҫе” патне таврӑнам. Кӗске ум сӑмахра повеҫе тутарларан чӑвашла Зинаида Андреевна Стеклова куҫарнине асӑннӑ. Ӑна хӑй вӑхӑтӗнче Чӑваш халӑх поэчӗ Ухсай Яккӑвӗ редакциленӗ иккен. Зинаида Андреевна Патӑрьел районӗнче ҫуралса ӳснӗ. Анчах ҫак хушамат район энциклопедийӗнче ҫук. Паллӑ ҫынсен пуххине кӗреймен, ахӑртнех, Стекловсем. Йӑх-тымарӗ район центрӗнче ҫеҫ. Кунтах, Канаш урамӗнчех, унӑн тӑван шӑллӗсем Иванпа Алексей пурӑнаҫҫӗ. Утмӑла ярса пуснӑ Алексей Андреевич хӗпӗртесех манпа тӗл пулма килӗшрӗ. Шел те, Зинаида Андреевна ҫут тӗнчере ҫук ӗнтӗ. 16 ҫул каялла утмӑл иккӗ тултаричченех йывӑр чире пула ҫӗре кӗнӗ. Аппӑшӗн ячӗпе ҫыхӑннӑ япаласене Алексей паян кунчченех тирпейлӗ упрать. Вӑл усӑ курнӑ кӗнекесем, сӑнӳкерчӗксем нумай. 1950 ҫулхи раштавӑн 10-мӗшӗнче уҫнӑ ӗҫ кӗнеки те кирлӗ хутсен хушшинчех.

Зинаида Андреевна 1931 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче ҫуралнӑ. Ярӑнса ӳсмелли ҫулӗсем те, выляса-кулмалли кунӗсем те унӑн йывӑр вӑхӑта лекнӗ. Районти МТСра шоферта ӗҫлекен ашшӗне вӑрҫӑ пуҫлансанах фронта илсе кайнӑ. Киле тӑтӑш чирлекен амӑшӗпе тата алӑри шӑллӗпе Николайпа ҫеҫ юлнӑ. Йывӑр вӑхӑтра та вӑл шкула ҫӳренӗ, тӑрӑшса вӗреннӗ. Ҫиччӗмӗш класс хыҫҫӑн Патӑрьелӗнчи педагогика училищинче ӑс пухнӑ. 1950 ҫулта лайӑх паллӑсемпе пӗтерсен ҫамрӑк специалиста Тутар Сӑкӑт шкулне вырӑс чӗлхине вӗрентме янӑ. Тутарла пӗр сӑмах та пӗлмен хӗр мӑсӑльман ялӗнче ачасемпе тата ашшӗ-амӑшӗпе епле пӗр чӗлхе тупма пултарни тӗлӗнтерет. Кӑштахран ӑна тепӗр тутар ялне — Ксыл-Чишмана — куҫарнӑ. Ҫапла кашни кун тӑватӑ ҫул хушши ҫуран калла-малла ҫӳренӗ. Ҫак вӑхӑтрах пединститутра вырӑс чӗлхипе литература уйрӑмӗнче куҫӑмсӑр майпа пӗлӗвне малалла ӳстерме хӑват тупнӑ. Каярахпа Тӑрӑнта вӑй хунӑ.

“Чӑваш ялӗнчи чӑваш ҫемйинче ҫуралса ӳснӗ вырӑс чӗлхин учительници епле майпа тутарла кӗнеке куҫарма мехел ҫитернӗ-ши?” — тесе ыйтассах кӗтетӗп вулаканран. Вӑл мана питӗ интереслентерчӗ.

“Аппа литературӑна сулӑннинче эпӗ Мария Волкова поэтессӑн витӗмне куратӑп, — шухӑшлать ҫакӑн пирки шӑллӗ Алексей. — Мӗншӗн тесен вӗсем питӗ туслӑччӗ. Ҫыру ҫӳрететчӗҫ, пӗр-пӗрин патне кайса тӑратчӗҫ. Мария Андреевна Зина аппаран виҫӗ ҫул ҫеҫ ҫамрӑкчӗ. Шӑпи пӗрешкел килчӗ вӗсен, пурнӑҫран час уйрӑлса кайрӗҫ.

Ҫапах та чӑваш хутлӑхӗнче анлӑн палӑрма ӗлкӗрнӗ сӑвӑҫпа тачӑ ҫыхӑну тытни Зинаида Андреевнӑна сонет е рубайи ҫырма сулӑнтарнӑ тесе ҫирӗплетме ҫук. Пӗр килте ӗмӗрӗпе тенӗ пек пӗрле пурӑннӑ шӑллӗ те вӑл сӑвӑ таврашӗпе ларнӑ тӗслӗхсене астумасть. Тутарларан куҫарни вара чӑннипех тӗрӗс. Машинкӑпа пичетленӗ ал ҫырӑвӗсене вӑл хӑй те пӗрре мар тытса курнӑ.

“Чӑваш хӗрӗ Униҫҫе” повеҫре Зариф Башири чӑваш йӑли-йӗркине кӑтартнӑ вырӑн нумай. Ҫавсем пирки аппа тӑтӑшах аннепе калаҫса ларатчӗ, чылайччен канашлатчӗ, — аса илет Алексей. — Юрӑсем ҫырса илни те асрах”.

Ку чӑнах та ҫапла. Акӑ повеҫре чӑваш ялӗнчи туйра качча каякан хӗр йӗррине юрланине кӗскен сӑнлани пур. Зинаида Андреевна вара кунпа ҫеҫ лӑпланмасть, хӑйӗнчен 28 йӗрке таранах текст хушать. Кун пек мелпе вӑл пӗрре мар усӑ курнӑ, писатель калас шухӑша чылай пуянлатнӑ.

Ҫапах та мӗншӗн З.А. Стеклова чӑвашла куҫарма Зариф Баширин хайлавне суйласа илнӗ-ха?

Зинаида Андреевна иртнӗ ӗмӗрти 50-мӗш ҫулсенче Ксыл-Чишмара ӗҫленӗ чухне Патӑрьелӗнче хальхи “Родник” профилакторин тӗп врачӗ Д.З.Гайнуллина кукашшӗ патӗнче пурӑннӑ. Садретдин Миназетдинович Минаев хӑйне евӗрлӗ ҫын пулнӑ. 1901 ҫулта вӑл хӑйӗн Хусан кӗпӗрнинчи Акъегет ялӗнчи (халӗ - Зеленодольск районӗ, хут ҫинче Акзигитово ҫырӑнать) шкулта вӗреннӗ чух тутар халӑхӗн пулас писателӗпе, хайхи Зариф Башировпа, паллашса туслашнӑ.

92 ҫула ҫитиччен пурӑнса хура-шур сахал мар ас тивнӗ Садри бабай. Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫине хутшӑннӑ. Австрипе Венгрире пулнӑ, йывӑр аманнӑ. Кайран ял Канашӗн секретарӗ, вулӑс (Янтукан) ӗҫтӑвкомӗн ҫӗр пайӗн пуҫлӑхӗ, ӗҫтӑвком председателӗ пулнӑ. 1928 ҫултанпа тивӗҫлӗ канӑва кайиччен шкулта вӑй хунӑ: учитель, ялти пуҫламӑш шкулӑн заведующийӗ, тулли мар вӑтам шкул директорӗ, унтан каллех учитель. 1949 ҫулта чылай ҫул тата тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн пысӑк наградӑна — “Хисеп Палли” ордена — тивӗҫнӗ.

Вӑт ҫак шур сухал-аксакал патӗнче ӑшӑ кӗтес тупнӑ та ӗнтӗ пирӗн Зинаида Андреевна. Чишмари шкулта ӗҫленӗ чух ӑна кил хуҫисем хӑйсен тӑван хӗрӗ вырӑннех хунӑ. Куҫаруҫӑ тутарла лайӑх калаҫма хӑнӑхнӑ, ют тӗнпе халӑх культурине ҫывӑха хунӑ. Сӑмахлама ухата Садри абый хӗллехи вӑрӑм каҫсенче ҫамрӑк учительницӑна тахҫан-тахҫан, ӗмӗр пуҫламӑшӗнче, Акъегетри медресен (мулласене хатӗрлекен шкул) купсине, кайран пысӑк ҫын пулса тӑнӑ тусӗ Зариф Башири ҫинчен те сахал мар каласа кӑтартнӑ-тӑр. Тен, “Чуваш кызы Энисэ” повеҫе чӑвашла куҫарма та вӑлах сӗннӗ.

Зариф Баширин йӑмӑкӗ Хелиме, 1910 ҫулта ҫуралнӑскер, Шӑнкӑртама качча килнӗ, Азизовсен кинӗ пулса тӑнӑ. Хелиме аппа мӗн тивӗҫлӗ канӑва тухиччен ялти вӑтам шкулта кӗҫӗн классене вӗрентнӗ. 1952 ҫулта ӑна та “Хисеп Палли” орденпа наградӑланӑ. Зинаида Андреевна Хелиме ханумана лайӑх пӗлнӗ.

“Чӑваш хӗрӗ Униҫҫе” повеҫ издательствӑран 1961 ҫулта чӑвашла пӗрремӗш хут пиҫсе тухнӑ. Унтанпа чылай шыв-шур юхнӑ ӗнтӗ. Ҫак кӗнеке тепӗр хут кун ҫути курнӑшӑн Патӑрьелсем, уйрӑмах З.А.Стекловӑна пӗлнӗ ҫынсем, питӗ хӗпӗртеҫҫӗ. Вӗсен шутӗнче тутар ывӑлӗпе хӗрӗ те пур. Пӗр вырӑн ҫеҫ пӑшӑрхантарать: куҫараканӗ пирки “З.Стеклова” тенисӗр пуҫне урӑх нимӗн те палӑртман. Шел, паллах. Ҫакӑн пек куҫаруҫӑсене, маттур ентешсене, пирӗн пӗлмеллех.

Николай Ларионов, «Хыпар»


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2009-05-04 20:13:33 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4457 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем